Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Ача ҫулталӑкӗ ҫинчен» хушу

Чӑваш Республикин Президенчӗн
УКАЗӖ

АЧА ҪУЛТАЛӐКӖ ҪИНЧЕН<<
Ачана ӳссе ҫитӗнме тата, гармонилле аталанма, ачалӑха патшалӑх пулӑшӑвӗ парассине тата хӳтӗлессине тивӗҫтерме, демографи политикине малашлӑха палӑртса тытса пыма тӑнӑҫ условисем туса парас тӗллевпе ҫапла йышӑнатӑп:
1. Чӑваш Республикинче 2007 ҫул Ача ҫулталӑкӗ пулнине пӗлтерес.
2. Ҫапла палӑртас: республика тата муниципалитетсем йышӑннӑ тӗллевлӗ прогрӑммӑсене пурнӑҫланӑ чухне ача ҫуратассине ӳстерме, ачасене ӑс-хакӑлпа этеплӗх воспитанийӗ пама, ӑс-тӑнпа ӳт-пӳ енчен аталантарма кирлӗ социаллӑ пурнӑҫпа экономика условийӗсем туса парассипе ҫыхӑннӑ мероприятисене чи малтан пурнӑҫламалла.
3. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн 2006 ҫулхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен 2007 ҫулта Ача ҫулталӑкне ирттерес енӗпе пурнӑҫламалли мероприятисен комплекслӑ планне туса хатӗрлемелле тата ҫирӗплетмелле.
4. Сӗнес:
Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене тивӗҫлӗ мероприятисен планӗсене хатӗрлеме;
Чӑваш Республикинчи харпӑрлӑхӑн мӗн пур формиллӗ организацисене тата общество пӗрлешӗвӗсене ачасене ырлӑх тата ырӑ кӑмӑл воспитанийӗ пама пулӑшакан ыр кӑмӑллӑх акцийӗсем ирттерме.
5. Ҫак Указ ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кунран тытӑнса вӑя кӗрет.
>>Чӑваш Республикин Президенчӗ Н.ФЕДОРОВ.
Шупашкар, 2006, чӳк, 20, 105 №.>>

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

«Ача ҫулталӑкӗ ҫинчен» хушӑва ӑнлантарса пани


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-11-29 09:49:40 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2053 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем